Юратап эп сана. Аскольд Де Герсо
арăмне ăсатса ямашкăн ыйтрĕ. Дашăн сăн-пичĕ çинче тĕлĕнтерÿ, çухалса кайнă туйăм палăрчĕ. Кÿренÿпе килсе тухнине йышăнманни те палăрчĕ, çавăнпа та, тен, медсестра ун çине пăхса илчĕ те, Çимуна арăмне палатăра хăварма ÿкĕтлесе пăхрĕ. Çавах арçын хăй сăмахĕ çинче тăчĕ.
Çавах та, Çимун сываличчен çÿрерĕ Даша пульницана. Упăшки ăна курсанах тепĕр енне çаврăнса выртса ыйха путнăн, нимĕн те чĕнмерĕ. Мĕскĕн хĕрарăм мĕншĕн вăл çапла хăтланнине çав-çавах ниепле те ăнкартса илеймерĕ.
Пĕр кунхине вара, Даша пульницана килсен, палатăра упăшки вырăнĕ пушă пулнине курсан, кăшт юлчĕ ураран ÿкесрен. Ара, пульницара вырăн ахальтнех пушанмасть: е çын сывалса тухнă е… вилсе кайнă.
– Сире пулăшу кирлĕ мар-и? – ыйтрĕ медсестра çывхарса. Вăйпах тенĕ пек, лăплантарма тару пачĕ.
– Манăн… упăшка… ăçта? – тинех ыйтма пултарчĕ Даша.
– Иванов Çимун-и?
– Ăхă.
– Çимуна виçмине кăнтăрларан кăларчĕç. Эпĕ вăл килте арăмĕпе киленет пулĕ теттĕм ĕнтĕ, çавах та виçĕ уйăх сахал вăхăт мар, – нимĕн пулман пекех хирĕçлерĕ медсестра.
Даша кăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Пуçне усса тухса кайрĕ пульницаран нимĕн шутлама аптраса. Киле таврăнман, тен, тăван ялне çул тытнă? Апла тесен те, хыпарламасăр хăварман пулĕччĕ, тесе шухăшларĕ Даша çул тăрăх утнă май. Темĕн шутламалла халĕ.
Çимун вара пульницаран тухсанах вокзала çул тытса пуйăс çине билет туянать Амдермăна. Çамрăк чухне пĕрре çеç мар ĕмĕтленнĕччĕ вăл ку хулара пулса курма. Тинех ĕмĕчĕ пурнăçланать. Ĕмĕтленнĕ пек пулмасан та, çавах… Хула айăплă мар-çке, капла унăн пурнăçĕнче пырса тухнине. Яш чухне икĕ хутчен те чĕнсе çыру янăччĕ, те пĕр кăлтăк, те тепĕр кăлтăк, каярах çемье çавăрсан вăл шухăш пулмарĕ.
Арăмĕпе уйрăлма та васкамарĕ. Енчен те арăмĕ уйрăлу пирки ĕç-пуç хускатсан – хускаттăр. Çимун хулана çитсен пуçĕпех кĕрсе ÿкрĕ ĕçе. Пултаруллă çынсем хуть ăçта та кирлĕ. Ĕç профилĕ унăн иртнинчи кантуринчен ытла уйрăлса тăмасть. Икĕ çул çурăра самаях çĕкленчĕ вырăнта.
Пĕр пулăм çеç тăнăçсăрлантарчĕ арçынна. Мĕн килнĕренпе те никампа та явăçса каймарĕ, хĕрарăмсем çине куçĕпе те пăхасси килмерĕ, енчен те пĕр Даша çеç мар, пĕтĕм тĕнчери хĕрарăм ăна кÿрентернĕ. Хăш чухне хăйне хăй:» Ара, эпĕ те вĕт хама Ухваниç евĕр тытатăп», – тенĕ шухăш çинче сисетчĕ.
Çав тапхăрта пĕр хутчен те тăван шĕкĕр хулана кайса курма кăмăл тухмарĕ унăн. Ак, ыран-паян Мускава командировкăна кайма хутсем хатĕрлеççĕ, Çимунăн вара чунĕ пĕртте туртмасть кайма, çул çине. Кама-тăр ярĕччĕ-ши хăйĕн вырăнне, пулмасть çав. Ирĕксĕрех килĕшме тиврĕ.
Пуйăс çинче вырнаçсан, çул тăршшĕпе Даша пирки шутларĕ. Темĕн пуçа килсе кĕчĕ те, канăç памарĕ. Мĕнлерех пурăнать-ши? Тен, Ухваниçпа пĕрлешсе кайма та ĕлкĕрнĕ? «Ухваниç, Ухваниç, мĕншĕн тĕл турăм-ши сана çав кун? Тен, санăн парнÿне курман-тăк, ирттерсе те янă пулăттăм», – хăй çеç шухăшларĕ, тăнăçланмасăр. Мĕнле вара пурте аванччĕ!
Çимун Дашăна юрататчĕ, урăх никам çине те ăнсăртран та куç хывман. Даша та ăна çавăн пекех хирĕçле савнине шанатчĕ. Арăмĕ ăна нихăçан та